Чӑваш Енри район-хулана кӑшӑлвирус тӑрӑмне кура виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ. Ҫакна кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн ӗнерхи ларӑвӗнче палӑртнӑ. Япӑх ӗҫленӗшӗн хуласемпе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене Алла Салаева вице-премьертан сӑмах лекнӗ.
«Симӗс» (лару-тӑру лайӑххисем кунта кӗнӗ) ушкӑнра – Вӑрнар, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Улатӑр, Куслӑвкка, Красноармейски районӗсем тата Улатӑр хули.
«Сарӑ» зонӑра – кӑтарту реапубликӑри вӑтам статистикӑран пысӑк маррисем: Тӑвай, Канаш, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсем, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисем.
«Хӗрлӗ» зонӑна чирлекенсем йышлисем: ултӑ районпа икӗ хула – лекнӗ. Кунта – Етӗрне, Шупашкар, Патӑрьел, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсем, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем.
Муркаш районӗнче пурӑнакан хӗрарӑма халӑх тетелӗсенче кӑшӑлвирус пирки фейк сарнӑшӑн айӑпланӑ. Вӑл административлӑ майпа явап тытнӑ. Ӑна суд 15 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан суя хыпар сарнӑ. Прокуратура халӑх тетелӗсене мониторинг тунӑ. Пӗр ҫырура Чӑваш Енре лабораторисем, кӑшӑлвируса палӑртакан специалистсем ҫуккине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех ялсенче эпидеми лару-тӑрӑвне тӗрӗслекенсем те ҫук имӗш.
Ҫак суя хыпара тупнӑ хыҫҫӑн ӑна халӑх тетелӗсенчен хуратнӑ. Хуҫине вара явап тыттарнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 1936 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра 76 ҫын хушӑннӑ. Паян валли тепӗр 40 ҫын сывалнӑ. Вилнисем ҫук, кӑтарту унчченхи пекех - 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Чирлекенсенчен ытларахӑшӗ – Шупашкарта (596 ҫын). Етӗрне районӗнче – 154, Канаш районӗнче (Канаш хули те кӗрет) – 120, Шупашкар районӗнче – 99, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 97, Ҫӗмӗрле районӗнче – 91, Патӑрьел районӗнче 77, Муркаш районӗнче 69, Вӑрмар районӗнче – 68, Тӑвай районӗнче 62 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет.
Ытти районта инфекциленнисен йышӗ 50 ҫынран сахалрах. Чи юлашки вырӑнта – Куславкка районӗ. Унта 6 ҫын чирленӗ. Ун умӗн – Красноармейски районӗ. Ку тӑрӑхра 7 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ.
Муркаш районӗнчи тӳре-шара хайсен ҫӗрӗ ҫинче ҫуралнӑ мухтавлӑ ҫынна, паллӑ ӑсчаха, энциклопедиста, историка, этнографа, фольклориста, лексикографа, педагога, аслӑ шкул йӗркелӳҫине, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен тӗпчевҫине, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатне — «Хыпара» — йӗркеленӗ Николай Никольские сума сӑваҫҫӗ.
Паллӑ ҫын ҫуралнӑранпа паян 142 ҫул ҫитнӗ. Муркашсем нимле кӑшӑлвируса пӑхӑнман — маска тӑхӑннӑ тӳре-шара Николай Никольский ҫуралнӑ тӑван ялти унӑн бюсчӗ умне чечек хунӑ. Йышра район пуҫлӑхӗ — районти Депутатсен пухӑвӗн председателӗ Игорь Николаев, район администрцийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев, Александровка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Соколова пулнӑ.
«Кӑшӑлвирус сарӑлнине пула паян кунта халӑх ҫук», — палӑртнӑ Ростислав Тимофеев палӑк умӗнче. Ара, ытти ҫул Никольский ҫуралнӑ кун унтисемшӗн чӑн уява ҫаврӑннӑ: артистсем концерт лартнӑ, ачасем сӑвӑ вуланӑ, ялти ватти-вӗтти пухӑннӑ... Кӑҫал урӑхларах пулсан та муркашсем хисеп тума ентешне манман.
«Хыпар» хаҫат редакцийӗ пуҫарнипе 1994 ҫултанпа ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Купӑрля ялне кашни ҫулах Николай Васильевичӑн тӑван-хурӑнташӗ, чӑваш журналисчӗсем, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, тавра пӗлӳҫӗсем, ял-йыш пуҫтарӑнаҫҫӗ. Яланхи йӑлапа Никольский паркӗнчи унӑн бюсчӗ умне чӗрӗ чечексем хураҫҫӗ, унӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне аса илеҫҫӗ... Шел, пурте пӗлекен сӑлтавпа – хамӑр ҫирӗплетнӗ йӗрке-тӑрӑма паян пӑсма тивет. Чӑваш халӑх сайчӗн вулаканӗсене вара Турци Республикинче пӗлтӗр тухнӑ кӗнекери (ӑна И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ) статьямпа паллашма сӗнетӗп (содержанипе ҫыхӑнман вырӑнсене – «резюме», «ключевые слова», автор биографийӗ – кӗскетнӗ).
Алексей Леонтьев,
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ.
(к вопросу о взаимоотношениях двух чувашских просветителей)
Просветителем чувашского народа официально (от лат. officium, должность; служебным порядком, по установленной форме, торжественно, публично, бесстрастно, церемонно) считается Иван Яковлевич Яковлев.
Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Якаткасси ялне васкавлӑ медпулӑшу килнӗ те пылчӑк ӑшне кӗрсе ларнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу яла ирхи 8 сехет те 50 минутра ҫитнӗ. Анчах вӗсем пациентӑн килӗ патне ҫитеймен – лачака ӑшне лакса ларнӑ. Фельдшер пациент патне ҫуран кайнӑ. Водитель лачака ӑшӗнчен хӑй тӗллӗн тухайман.
Кӗҫех трактор пулӑшма ҫитнӗ. Хӑватлӑ техника ӑна туртса кӑларнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ялтан 10 сехет те 40 минутра ҫеҫ тухса кайнӑ.
Вырӑнти администраци ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшу машини ҫула пӗлмесӗр урӑх енчен яла кӗнӗ. Унта лайӑхрах ҫул та пур-мӗн.
Тӗнчере кӑшӑлвирус сарӑлнӑран ҫӗршывран тухса ҫӳреме чарнӑ. Анчах ку чарӑва йышӑниччен ют тӑрӑха вӗҫнӗ ҫынсем пур-ха. Чӑваш Енре пурӑнакан 230 ҫын хальлӗхе киле таврӑнайман. Ытларахӑшӗ — Таиландра, АПШра, Индире.
Республика правительстви унашкал ҫынсене киле таврӑнма пулӑшать. Ҫу уйӑхӗн 14-15-мӗшӗсенче Раҫҫее ҫынсене самолетпа илсе килнӗ. Вӗсенчен 7-шӗ – Чӑваш Республикинчен.
Ҫак ҫынсен ЧР правительстви Мускаври «Шерметьево» аоэропортра кӗтсе илмелле тунӑ. Вӗсене халӗ Муркаш районӗнчи «Лесная сказка» (чӑв. «Вӑрманти юмах») санаторие вырнаҫтарнӑ. Унта вӗсем 14 кун пурӑнӗҫ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Енри тӑватӑ ҫын (ҫав шутра икӗ ача пулнӑ) Таиландран Мускава таврӑннӑ. Самолетра ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 351 ҫын пулнӑ. Вӗсене «Бангкок – Санкт-Петербург – Мускав» маршрутпа илсе килнӗ.
Мускаври «Шереметьево» аэропортӗнче аннӑ Чӑваш Ен ҫыннисене тӑван тӑрӑха таврӑнма республика Правительстви машина уйӑрнӑ. Вӗсене Муркаш районӗнчи «Лесная сказка» санаторие илсе ҫитернӗ. Таиландран килнисем санаторири обсерваторта икӗ эрне пулӗҫ.
Чӑваш Ен ҫыннисене чикӗ леш енчен тӑван тӑрӑха илсе килсе пӗтереймен-ха. Чикӗ леш енче тӑрса юлнисем паянхи кун тӗлне тата тепӗр 237 ҫын. Вӗсен шутӗнче 29 ача пур. Ентешӗмӗрсен ытларах пайӗ – Таиландра, АПШра, Индире. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн 59 ҫынна тӑван тӑрӑха таврӑнма пулӑшнӑ.
Маттур чӑваш арӗ, Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте пурӑнакан Юрий Туринке хӑй унччен лартнӑ йывӑҫсен йышне тата пуянлатнӑ. Фейсбукра вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, юлашки икӗ ҫулта тата тепӗр 75 хунав лартнӑ. Ытларах — хырсем.
«Чӑн-чӑваш Ҫуттӗнчепе пӗрле пурӑнать, сывлать...», — ырланӑ Юрий Туринкен пархатарлӑ ӗҫӗ пирки вуласа пӗлнӗ хыҫҫӑн Чӗмпӗр чӑвашӗ Микулай Павловский.
Кӑҫал, сӑмах май, пирӗн ҫӗршывра «Астӑвӑм пахчи» акци пуҫарчӗҫ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланчӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ 27 миллион салтака асӑнса ҫавӑн чухлӗ йывӑҫ лартма палӑртнӑ. Ӑҫта миҫе хунав лартнине садпамяти2020.рф сайта пӗлтерме май туса пачӗҫ.
Маларах асӑннӑ Юрий Туринке хунавсене акцие хутшӑнас тӗллевпе мар, чун ыйтнипе лартнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, эрнекун, Мускаври «Шереметьево» аэропортӗнче Ливантан килекен Раҫҫей турисчӗсемлӗ самолет анса ларнӑ. «Бейрут-Мускав» рейспа 1 аслӑ ҫын тата 3 ача таврӑннӑ.
Пирӗн ентешсене Мускав облаҫӗнчи «Руза» санаторие карантина вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ. Каярах вӗсене Муркаш районӗнчи «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) санаторие куҫарӗҫ. Аса илтерер: унта обсерватори йӗркеленӗ.
Чикӗ леш енче хальлӗхе Чӑваш Енри 240 ҫын, ҫав шутра 27 ача, тӑрса юлнӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ — Таиландра, Индире, АПШра.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн ют ҫӗршыври 51 туриста хамӑр тӑрӑха илсе килнӗ: Индирен — 16 ҫынна, Таиландран — 10, Узбекистанран — 5, Индонезирен, Турцирен, Ливантан — 4-шар, Германирен — 3, Грецирен, Испанирен, Кипртан, Латвинчен, АПШран — 1-ер.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |